Вăл маларах патшалăх ача-пăча литератури çине кирлĕ тимлĕх уйăрманни, Раççей Писателĕсен пĕрлĕхĕн тĕпчевĕсем тăрăх, ачасен кĕнекисен 60% ачасен ăс-тăнĕнче негативлă шухăшсем çуратни çинчен пĕлтернĕ.
Константин Толкачев шухăшĕпе, тĕрĕслев витĕр иртмен кĕнекесем ачасене тавралăх пирки тĕрĕс мар пĕлтерекен информаци параççĕ. Вĕсенче çитĕнекен ăру валли пусмăрлани, хаярлăх, сиенлĕ йăласене пропагандăлани, сехĕрлентерекен усал канашсем пулма пултараççĕ.
- Асăннă ыйтусене татса пама тĕрĕслевĕн тĕрлĕ механизмĕсем пур. Çав шута патшалăх стандарчĕсем, никама пăхăнман экспертизăпа рейтингсем, ашшĕ-амăшĕн тĕрĕслевĕ, - палăртнă Константин Толкачев. - Çак ĕçре пурте ача-пăча литературин хăрушсăрлăхне тăвассишĕн тăрăшни кирлĕ. Эпĕ ашшĕ-амăшне, асăннă ыйтупа кăсăкланакан çынсене çак ĕçе хутшăнма чĕнетĕп. Хăвăр материалăрсене, сĕнĕвĕрсене Патшалăх Пухăвĕн адресĕпе ярса парăр. Кашни çырăва пăхса тухма шантаратăп».
Асăннă ушкăна республика парламенчĕн депутачĕсем, патшалăх органĕсен пайташĕсем, издательство ертÿçисемпе кĕнеке лавккисен хуçисем кĕнĕ. Вĕсен умне регионта тухса тăракан ача-пăча кĕнекисен содержанине тишкересси, ачасене сиенлĕ информацисенчен сыхлакан саккун епле ĕçленине хакласси тĕллевсем лартнă.