Çÿлерех асăннă тапхăрта Кармаскалă, Кушнаренково, Ĕпхÿ, Благовещенск, Чишма, Иглин, Ишимбай тата Çтерлĕ районĕсенче, Ĕпхÿ хулинче тата Ĕпхÿ агломерацийĕнче, Çтерлĕпе Салават тата Ишимбай хулисенче, çавăн пекех аслă çулсем çинче юсав ĕçĕсем пынă.
2022 çултан пуçласа çак наци проекчĕпе усă курса çул-йĕр тытăмне юсаççĕ. Виçĕ çул хушшинче регионта çавнашкал 178 çухрăм ытла çула йĕркене кĕртнĕ. Çав шута Туймазă тата Пелепей районĕсенчи Пелепей — Николаевка — Туймазă — Бакалă çулăн 10 çухрăмĕ; Элшей районĕнчи Çтерлĕ — Раевка çулăн 13,8 çухрăмĕ; Чекмагуш районĕнчи Кушнаренково — Чекмагуш — Бакалă çулсен 3,5 çухрăмĕ; Элшей тата Чишма районĕсенчи М-5 «Урал» — Чишма —Акçун —Киргиз-Мияки çулăн 4,5 çухрăмĕ; Янаул районĕнчи Нефтекамск — Янаул çулăн 2,3 çухрăмĕ тата ыттисем кĕреççĕ.
Пушкăртстанри çул-йĕр тытăмĕн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 4 пин çухрăмпа танлашать. Вĕсенчен регион пĕлтерĕшлĕ çулсем – 3 188 çухрăм. Кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне регион пĕлтерĕшлĕ çулсен 2 235 çухрăмĕ (70,1%) норматива тивĕçтерет. 2025 çул вĕçĕ тĕлне çак кăтартăва 72,5% çитерме палăртнă.