Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
19 Мартӑн 2025, 16:15

Пушкăртстанри çурхи ейÿ лару-тăрăвне Радий Хабиров тĕрĕслесе тăрать

Архангельски районĕнче çурхи ейĕве пула пулса иртекен синкерлĕ пулăма ятарлă тĕрĕслев шайне лартнине тата уйрăм тимлĕх уйăрнине Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри çурхи ейÿ лару-тăрăвне Радий Хабиров тĕрĕслесе тăрать
Пушкăртстанри çурхи ейÿ лару-тăрăвне Радий Хабиров тĕрĕслесе тăрать

«Çурхи шывпа çыхăннă кунти тата ытти вырăнсенчи лару-тăрăва эпир куçран вĕçертместпĕр. Архангельски районĕсĕр пуçне Белорецк, Благовар, Гафури тăрăхĕсенчи çуртсен çумĕнчи çĕр лаптăкĕсем те шыв айне пулнă. Унсăр пуçне 12 çулпа икĕ кĕпер. Енчен те эсир çурхи ейÿ зонине лекрĕр пулсан 112 номерпе шăнкăравлăр», - тесе çырнă регион ертÿçи хăйĕн социаллă сечĕсенче.

Аса илтертпĕр, Азово ялĕнче Инзер юхан шыв çырансенчен тухнă, кил картишсемпе шыв айне тунă, пурăнмалли çуртсене хупăрласа илнĕ. Вырăнта оперативлă штаб ĕçлет.

Çăлавçăсем 103 çынна эвакуациленĕ. Вĕсенчен сакăр вуннăшне (кунта 17 ача пулнине палăртмалла) вăхăтлăха пурăнмалли вырăна куçарнă. Пурне те вĕри апатпа тата кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ тесе çирĕплетнĕ Радий Хабиров. Инкеке лекнĕ çынсемпе психологсемпе социаллă ĕçченсем ĕçлеççĕ. Эвакуаци ĕçĕсем малалла тăсăлаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанри çурхи ейÿ лару-тăрăвне Радий Хабиров тĕрĕслесе тăрать
Пушкăртстанри çурхи ейÿ лару-тăрăвне Радий Хабиров тĕрĕслесе тăрать
Пушкăртстанри çурхи ейÿ лару-тăрăвне Радий Хабиров тĕрĕслесе тăрать
Пушкăртстанри çурхи ейÿ лару-тăрăвне Радий Хабиров тĕрĕслесе тăрать
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас