Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
24 Мартӑн 2025, 17:45

Шăтăк-путăклă çулсене саплас ĕç пуçланнă

Республика правительствинче иртнĕ оперативлă канашлура шăтăк-путăклă çулсене саплас ĕç пилĕк хулара тата 17 муниципаллă районта пуçланнă тесе пĕлтернĕ.

Шăтăк-путăклă çулсене саплас ĕç пуçланнă
Шăтăк-путăклă çулсене саплас ĕç пуçланнă

Паянхи кун тĕлне регионти,  муниципалитетсем хушшинчи тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсен пĕтĕмĕшле вăрăмăшĕнчен асфальтпа бетон сарнă 9 пин çухрăма яхăн çулăн проектне хатĕрленĕ. Вĕсенче 14,5 пине яхăн шăтăк-путăк тупса палăртнă. Шăтăк-путăксенчен 4,8 пинне сивĕ е шăратса тунă асфальт-бетонпа сапланă. Ытти 9,7 пин ытла путăк-шăтăк çул-йĕр инфратытăмĕ шайĕнче тунă ĕçсене тĕрĕслемелли тата план тумалли пĕрлĕхлĕ системăра тĕрĕслев иртет. Правительствăра палăртнă тăрăх, вĕсене планпа килĕшÿллĕн юсĕç.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас