Урал сасси
+19 °С
Облачно
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
2 Апреля 2025, 12:06

Пушкăртстан пуçлăхĕ урамсене тасатас ĕçе хастартарах ирттерме хушнă

Радий Хабиров правительствăри оперативлă канашлу вăхăтĕнче Ĕпхÿ влаçĕсем хĕл хыççăн урамсене тасатас ĕçе лайăх йĕркеленине палăртнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстан пуçлăхĕ урамсене тасатас ĕçе хастартарах ирттерме хушнăПушкăртстан пуçлăхĕ урамсене тасатас ĕçе хастартарах ирттерме хушнă
Пушкăртстан пуçлăхĕ урамсене тасатас ĕçе хастартарах ирттерме хушнă

Республика ертÿçи ытти муниципалитетсем çак ĕçпе мухтанмалли çуккине те палăртнă. Çитес эрнери оперативлă канашлура урамсене тасатас ыйтăва чи малтан çĕклессине пĕлтернĕ. Çавăн пекех Радий Фаритович коммуналлă техникăна ĕçсĕр лартмалла маррине те асăрхаттарнă.

- Эпир республикăра тасалăхăн çÿллĕ стандарчĕсене йĕркелерĕмĕр. Çынсене кăларăр, субботниксем йĕркелĕр, - тенĕ вăл. – Ĕпхÿ хули урамсене тирпейлес ĕçе творчествăлла йĕркелерĕ – ĕçе кĕвĕ-юрăпа ирттерчĕç.

Автор:Инга Алексеева