Пелепей тăрăхĕнчи çула юсассине ытларах тимлĕх уйăрĕç
Май уйăхĕн 14-мĕшĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пелепей çĕрĕ çинче пулса курнă, вăл çемçе сырсем тăвакан цеха уçассипе çыхăннă церемоние хутшăннă. Шăпах çавăн чухне республика ертÿçи вырăнти çулсем мĕнле шайра пулнине те тимлĕх уйăрнă.
Пелепей тăрăхĕнчи çула юсассине ытларах тимлĕх уйăрĕç
Правительствăн оперативлă канашлăвĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров М-5 трассăпа çыхăнтаракан Пелепей районĕнчи çула юсама хушнă. Юсав ĕçĕсем ирттермелли çулăн лаптăкĕ 5 çухрăмпа танлашать.