Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
20 Майӑн 2025, 11:00

Çулсене юсама 44 млрд тенкĕ уйăрĕç

Кăçал Пушкăртстанри çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 44 млрд тенкĕпе танлашать, вĕсенчен 9,8 млрд тенки федераллă хыснаран.

Çулсене юсама 44 млрд тенкĕ уйăрĕç
Çулсене юсама 44 млрд тенкĕ уйăрĕç

Çакăн çинчен правительствăри канашлура транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Любовь Минакова пĕлтернĕ.

Çапла майпа çĕнĕ çулсем тума  тата вĕсене çĕнетме -  9,8 млрд тенкĕ, тĕплĕ тата  ахаль юсав валли - 21,7 млрд тенкĕ, çулсене пăхса тăма  -10,5 млрд тенкĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăх мероприятийĕсене пурнăçа кĕртме  1,9 млрд тенкĕ уйăрĕç.

Пурĕ Пушкăртстанра 1037 çухрăм çула юсĕç, сакăр çухрăм çула çĕнетнĕ хыççăн хута ярĕç,  1700 вăрăмăш метрлă (погонный метр) 24 кĕпере çĕнетĕç  тата çĕнĕрен тăвĕç.

Пысăк объектсен шутне Октябрьский хулинчи Ик юхан шыв урлă хывнă тата Дюртюли - Нефтекамск çулĕ çинчи Быстрый Танып юхан шыв урлă выртакан кĕперсене çĕнетесси кĕрет. Наци проекчĕпе усă курса Буздяк–Чекмагуш–Дюртюли çулĕн пилĕк вырăнĕнче, Ĕпхÿ – Иглино – Хĕрлĕ ту (Красная горка) çулĕ çинче тăватă вырăнта, М-5–Чишма­–Акçун çулĕ çинче икĕ вырăнта юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас