Якуповсен туслă çемйинче сакăр ача çитĕнет. Светлана Валерьевна видео çыртарса ПР Пуçлăхĕн сайтне ярса панă.
«Ир-ирех ачасем шкула тата ача садне каяççĕ, каçхине кружоксемпе секцисенчен таврăнаççĕ. Кĕркунне тата хĕлле ир тĕттĕмленет, кая çуталать. Пирĕн урампа юнашар аслă çул вырнаçнă, автомобильсен юхăмĕ вăйлă. Эпир ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн пăшăрханатпăр. Урама çутăпа тивĕçтерес ыйтăва пăхса тухма ыйтатпăр», - тенĕ Светлана Якупова.
Светлана Валерьевна ыйтнине шута илнĕ, республика ертÿçин хушăвĕпе ыйтăва татса панă.
Транспортная урам тăрăх 500 метр кабель тăснă, юпасем çинче лампăсем вырнаçтарнă. Светлана Якупова ПР Пуçлăхне Радий Хабирова, Шаран район тата Шаран ял хутлăхĕн администрацийĕсене тав тăвать.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Наратастă ялĕ.