Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
30 Декабрӗн 2025, 09:00

Шульган-Таш çĕр хăвăлне ЮНЕСКО пĕтĕм тĕнчери эткерлĕх ушкăнне кĕртнĕ

Мускаври ЮНЕСКО ĕçĕсемпе çыхăннă комисси пухăвĕнче пĕтĕм тĕнчери эткерлĕх объекчĕсен шутне Шульган-Таш çĕр хăвăлне кĕртнĕ.

Шульган-Таш çĕр хăвăлне ЮНЕСКО пĕтĕм тĕнчери эткерлĕх ушкăнне кĕртнĕ
Шульган-Таш çĕр хăвăлне ЮНЕСКО пĕтĕм тĕнчери эткерлĕх ушкăнне кĕртнĕ

Çакăн çинчен Радий Хабиров правительство канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Тивĕçлĕ килĕшĕве Раççейри наукăпа тĕпчев геологи институчĕпе алă пуснă.

- Эпир Раççейри наци геопаркĕсен системине пĕрле аталантарма килĕшсе татăлтăмăр, - ăнлантарса панă Пушкăртстан пуçлăхĕ. – Астутарасшăн, çĕршыври икĕ геопарк та пирĕн республикăра вырнаçнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас