Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
3 Нарӑсӑн , 16:00

Тăлăх ачасемпе сусăр çынсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме 3,136 млрд тенкĕ уйăр

2026 çулта Пушкăртстанра тăлăх ачасене, инвалидсене тата сусăр ачаллă çемьесене  пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме  3,136 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă.

Тăлăх ачасемпе сусăр çынсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме 3,136 млрд тенкĕ уйăр
Тăлăх ачасемпе сусăр çынсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме 3,136 млрд тенкĕ уйăр

Асăннă укçа-тенкĕ республикăра пурăнакан 824 çынна хваттерлĕ пулма май парĕ. Çакăн çинчен правительствăри  оперативлă канашлура паллă пулнă. Иртнĕ çул республикăра федераци тата регион бюджетĕнчен асăннă категорие кĕрекен граждансен çурт-йĕр ыйтăвне татса пама 2,78 млрд тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмĕшле пурăнмалли вырăнпа  947 çынна тивĕçтернĕ.

Федераллă центр 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕччен учетра тăракан сывлăх çитменлĕхĕ пур çынсене хваттерпе тивĕçтерме укçа уйăрать. 2025 çулта хыснаран 48,2 млн тенкĕ илнĕ, çавна пула 23 çын хваттерлĕ пулнă.

Регион бюджечĕ те 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн учета тăнă тулли пурнăçпа пурăнайман çынсем валли укçа-тенкĕ уйăрать. Иртнĕ çул 214 млн тенкĕпе 58 çыннăн  пурăнмалли вырăн ыйтăвне татса панă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас