

Центр ĕçĕ-хĕлĕпе РФ Президенчĕ çумĕнчи ПР полномочиллĕ представителĕ Ринат Файзуллин каласа панă. Министр сăмахĕсем тăрăх, çулсерен Раççейри аслă шкулсене Пушкăртстанри 3,5 пин абитуриент вĕренме кĕрет. Раççейĕн ытти регионĕсенче республикăн 15 пин ытла студенчĕ ăс пухать.
Студентсем ытларах Мускавпа Санкт-Петербург, Хусанпа Екатеринбург тата Челябинск хулисенчи аслă шкулсене суйласа илеççĕ.
Кадрсене стажировка иртме май паракан центр ĕнерхи студентсене ĕç тупма, унта вырнаçма, стажировкăсемпе практикăсем урлă квалификациллĕ кадрсене тăван республикăна тавăрма пулăшать. Çак ĕçе центр тата Пушкăртстанри Çамрăксен политикин министерстви илсе пырать.
Паянхи кун тĕлне 106 студентран заявка килнĕ. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров çакă лайăх кăтарту тесе палăртнă.