Урал сасси
+17 °С
Дождь
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
5 Июня , 07:00

«Автодор» строительство вăхăтĕнче юхăннă çулсене юсĕ

Июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров «Раççейри автомобиль çулĕсем» («Автодор») патшалăх компани правленийĕн ертÿçипе Вячеслав Петушенкăпа тĕл пулнă. Вĕсем республикăри çул-йĕр сечĕн аталанăвне сÿтсе явнă.

«Автодор» строительство вăхăтĕнче юхăннă çулсене юсĕ«Автодор» строительство вăхăтĕнче юхăннă çулсене юсĕ
«Автодор» строительство вăхăтĕнче юхăннă çулсене юсĕ

Вячеслав Петушенко пĕрлехи проектсене пурнăçа кĕртессипе Пушкăртстанпа тачă çыхăнса тухăçлă ĕçленине палăртнă. Çавăн пекех «Автодор» ертÿçи «Хĕвелтухăç» («Восток») М-12 федераллă çула тунă вăхăтра юхăннă автомобиль çулĕсене юсассипе çыхăннă планпа паллаштарнă.

 - Раççей Президенчĕ регионсене федераллă автомобиль çулĕсене аталантарма тата юсама май паракан закона алă пуснă. Асăннă документ «Автодор» управленийĕн объекчĕсенчи проектсене пурнăçланă чухне укçа-тенкĕпе тивĕçтерме май парать, - тенĕ Вячеслав Петушенко.

Тĕлпулу вĕçĕнче Радий Хабиров тата Вячеслав Петушенко ПР Правительствипе «Автодор» республикăри автомобиль çулĕсене аталантарас енĕпе 2030 çулччен пĕрле ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.       

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас