

Чăн малтан коммуналлă службăсем Ленин урамĕнчи кивелнĕ пăрăхсене улăштарчĕç, малашнехи ĕçсем валли никĕсе хатĕрлерĕç. Çакăн хыççăн ял çыннисем Ленин тата Коммунистическая урамсем хушшинчи çула йĕркене кĕртме пикенчĕç.
Лару-тăру йăмрансем хăйсем пуçаруллă та хастар пулнăран улшăнчĕ. Укçа-тенкĕ пуçтарса вак чул туянчĕç, пĕрлехи вăйпа ăна сарчĕç, пысăк ĕç туса ирттерчĕç.
Çивĕч ыйтăва татса парас ĕçе пĕтĕм ял хутшăнчĕ. Пĕрисем кирлĕ техникăпа (трактор, мини-экскаватор) тивĕçтерчĕç, теприсем строительство материалĕсене илсе килессине йĕркелерĕç. Çамрăк ачасем çĕр тиерĕç-пушатрĕç, аслисемпе пĕр тан ĕçлерĕç. Ватăсем те айккинче юлмарĕç, пĕтĕмĕшле ĕçе хăйсен тÿпине хыврĕç. Çавăн пекех çула юсас ĕçре ял хутлăх администрацийĕ те пулăшрĕ.
Пĕрлехи вăйпа çула йĕркене кĕртнĕ хыççăн ял хăтлăхĕпе çыхăннă ытти ыйтусене татса пама май пур текен шанăç çуралчĕ.
Алина СТЕПАНОВА.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.