Урал сасси
+10 °С
Ясно
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
21 Сентября , 13:30

Пушкăртстан тÿпинче 15 пилосăр аппарат çапса антарнă

Паян ирхине Ĕпхÿ хулине пилотсăр вĕçекен аппаратсем тапăннă. Çакăн пирки Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ правительство канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстан тÿпинче 15 пилосăр аппарат çапса антарнăПушкăртстан тÿпинче 15 пилосăр аппарат çапса антарнă
Пушкăртстан тÿпинче 15 пилосăр аппарат çапса антарнă

«Аппаратсене сывлăшра сирпĕннĕ хыççăн вĕсен пайĕсем çĕр çине ÿксе автомобильсене сиен кÿнĕ. Паян 15 БПЛА  çапса антарнă», - тесе пĕлтернĕ хула пуçлăхĕ Рустам Шарипов.

Радий Хабиров атака хыççăн юсав ĕçĕсене кĕске вăхăт хушшинче пурнăçлама хушнă. Çавăн пекех РФ Хÿтĕлев министерствин ĕçченĕсене тав тунă.

«Гафури урамĕнчи, Затонри юсав ĕçĕсене вĕçленĕ-и? Эсир çак ĕçсене хăварт тума хăнăхмалла. Хÿтĕлев министерствинчи пирĕн юлташсене,  «Барс» подразделенине, предприятисен хурал службисене тав тăвăр. Вĕсем маттурсем. Боекомплекта ÿстерсе пырăр. Çавăн пекех черетлĕ атака пуласса кĕтсе тăрăр,- тенĕ Пушкăртсан Пуçлăхĕ хула ертÿçине.

Сăмах май, паян Раççей регионĕсенче пурĕ 244 пилотсăр вĕçекен аппарат çапса антарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов