Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
канашлу
25 Кӑрлач 2023, 10:00

Апрель уйăхĕнче съезд иртĕ

Январь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш наци библиотекинче Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономин (Мускав хули) «Халăхсен хушшинчи диалога тата гражданла килĕшĕве йĕркелес ĕçре наципе культура автономисен витĕмĕ» темăпа семинар канашлу иртнĕ.

Апрель уйăхĕнче съезд иртĕ
Апрель уйăхĕнче съезд иртĕ

Унăн ĕçне çĕршыври вунă регионти (16-шĕ видеоçыхăну урлă) чăваш хастарĕсем хутшăннă. Пушкăртстанран виççĕн пулнă: ПР чăвашсен Канашĕн хисеплĕ председателĕ Людмила Мурманская, ПР чăваш культура обществин ертÿçи Юрий Михайлов тата Пелепейри ЧНКА пуçлăхĕ Владимир Яковлев. Пухăннисен умĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тухса калаçнă. Çавăн пекех «Хальхи вăхăтри Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономин стратегиллĕ аталанăвĕ» темăпа федераллă автономин президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкессов доклад тунă.
Канашлура «Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси: вĕрентÿ ĕçĕнчи çивĕч ыйтусем» темăпа ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров тухса калаçнă. Çавăн пекех интернет сетĕнче чăваш чĕлхине сарассипе çыхăннă ыйтăва ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăлла коммуникаци министрĕн çумĕ Анна Иванова, Тутарстанри чăвашсен наципе культура автономин председателĕн çумĕ Константин Малышев хускатнă.
Форум ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ чăваш хастарĕсем апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономин съездне ирттерме калаçса татăлнă.
Юрий СНЕГОПАД.

Апрель уйăхĕнче съезд иртĕ
Апрель уйăхĕнче съезд иртĕ
Апрель уйăхĕнче съезд иртĕ
Апрель уйăхĕнче съезд иртĕ
Апрель уйăхĕнче съезд иртĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: