Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
канашлу
25 Апрелӗн 2023, 15:28

Пушкăртстанра Шаймуратов генералăн медальне çирĕплетнĕ

Пушкăртстан Республикинче Минигали Шаймуратов генералăн медальне çирĕплетесси çинчен калакан саккуна йышăннă. Пуçарăва Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров сĕннĕ.

Пушкăртстанра Шаймуратов генералăн медальне çирĕплетнĕ
Пушкăртстанра Шаймуратов генералăн медальне çирĕплетнĕ

Çĕнĕ наградăна обществăлла йĕркене сыхланă, инкеклĕ лару-тăрура çынсене çăлса хăварнă, граджанла тата служба, çар тивĕçне пурнăçланă чух  хăйсен пурнăçне шеллемесĕр хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă республика çыннисем тивĕçĕç. Пушкăртстан пуçлăхĕн администраци ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Урал Кильсенбаев ПР Патшалăх Пухăвĕн пленарлă ларăвĕнче саккун проекчĕпе паллаштарнă.

Ун сăмахĕсем тăрăх çĕнĕ наградăна республикăри наградăсен системине  лайăхлатас тĕлĕшпе йышăннă.

- Шаймуратов генерал орденĕ  çĕнĕ медальпе танлаштарсан  республикăри чи çÿллĕ награда шутланĕ. Ăна хăйне шеллемесĕр граждан, служба, çар тивĕçне пурнăçланишĕн палăрнă çынсене параççĕ, - ăнлантарса панă Урал Кильсенбаев.

Аса илтеретпĕр, Шаймуратов генерал орденне 2019 çулта çирĕплетнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: