Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
канашлу
6 Нарӑсӑн , 12:05

Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ плансем йышăнчĕç

Февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн пĕрлĕхлĕ пухăвĕ иртрĕ. Академин суйланă членĕсенчен пухура сакăр çын пулчĕ.

Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç,            çĕнĕ плансем йышăнчĕç
Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ плансем йышăнчĕç

Канашлура Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, 2024 çулхи ĕç планне сÿтсе яврĕç, 2023 çулта кăларнă кĕнекесемпе– Н.С. Васильевăн «Авăркас тăрăхĕнчи иксĕлми пуянлăх» кĕнекипе тата «Гурий Комиссаров – ăсчах, педагог тата общество деятелĕ» наука статйисен пуххипе - паллаштарчĕç.
Мероприятин юлашки пайĕнче академи пайташĕсене чысласси иртрĕ. Вера Михайловна Тарасована, Валентина Мурзагуловна Васильевана тата Вера Тарасовна Никонорована К.В. Иванов ячĕллĕ историпе культура тĕпчевĕсен фончĕн (Шупашкар хули) Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн пресс-служби.

Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç,            çĕнĕ плансем йышăнчĕç
Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç,            çĕнĕ плансем йышăнчĕç
Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç,            çĕнĕ плансем йышăнчĕç
Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç,            çĕнĕ плансем йышăнчĕç
Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ плансем йышăнчĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: