Урал сасси
+18 °С
Дождь
канашлу
21 Октября 2025, 06:00

«Авангард» заводра вилнисен çемйисене пулăшу парĕç

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Республикăна ертсе пыракан центрта иртнĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Çтерлĕ хулинчи «Авангард» заводра пулса иртнĕ пăтăрмаха сÿтсе явнă. Радий Фаритович инкекĕн сăлтавĕсене криминалистсем уçăмлатассине, влаçсен тĕллевĕ вилнисен çемийсене пулăшу парасси пулнине палăртнă.

«Авангард» заводра вилнисен çемйисене пулăшу парĕç«Авангард» заводра вилнисен çемйисене пулăшу парĕç
«Авангард» заводра вилнисен çемйисене пулăшу парĕç

– Питĕ шел, виçĕ хĕрарăмăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Вĕсен çемйисене тимлĕх уйăрмалла, укçапа саплаштармалла. Эмиль Шаймарданов Çтерлĕ мэрĕ асăннă ыйтупа ĕçлет. Суранланнисене сиплемелле, ура çине тăратмалла, çынсене пулăшмалла. Паллах, предприяти те ĕçлемелле – çĕнĕрен хăпартмалла. Ведомствăсен хушшинчи комиссин ларăвĕ иртрĕ, правительствăна панă хушусем пур, вĕсене пурнăçламалла, – тенĕ Радий Хабиров.

Çавăн пекех республика ертÿçи хулари тата васкавлă службăсен ĕçченĕсене тав тунă.

– Взрыв хыççăн çынсем ишĕлчĕк айĕнче юлнине пурте ăнланнă. Тĕрĕс йышăну тунă: юлашки ÿте кăлариччен ĕç чарăнман. Хăтаруçăсем çĕрĕпе ĕçленĕ. Çак ĕçе хутшăннисене тав тăвăр, – чĕнсе каланă республика пуçлăхĕ Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçине Кирилл Первова. – Вилнĕ хĕрарăмсен ÿчĕсене кăларма çăмăл мар. Маттур, ĕçе кирлĕ пек тунă, пурне те тав.

Иртнĕ эрне кун, каçхине, заводри цехсенчен пĕринче взрыв пулса иртнĕ. Цех ишĕлсе аннă. Çав вăхăтра виçĕ хĕрарăм вилнĕ, иккĕшĕн ачисем юлнă, виççĕмĕшĕ 23 çулта пулнă. Унсăр пуçне пилĕк çын суранланнă, вĕсене Ĕпхÿри больницăсенче пулăшу параççĕ.

Халĕ пулса иртнин сăлтавĕсене тĕпчеççĕ. Регионти Следстви комитечĕн управленийĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Республика прокуратури уголовлă ĕç мĕнле пынине тĕрĕслесе тăрĕ.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас