

Ларăва ПР ЧНКА Канашĕн председателĕ Владимир Иванов ертсе пычĕ. Тĕп ыйту кунта автономин черетлĕ конференцине пухасси пулчĕ. Ăна февраль уйăхĕн вĕçĕнче Ĕпхÿре йĕркелеме калаçса татăлчĕç. Унăн ĕçне хуласемпе районсенчи чăваш наципе культура автономин (вĕсем паянхи кун регионта 5 организаци, Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисем тата Пелепейпе Авăркасă, Гафури районĕсем) делегачĕсем хутшăнĕç. Март уйăхĕнче вара виçĕ организацине (ЧНКА, чăвашсен Канашĕ тата чăваш культура обществи) пĕрлештерекен съезд иртĕ. Ларура чăваш хастарĕсем унта хутшăнакан делегатсен списокне çирĕплетес ыйтăва та пăхса тухрĕç, вĕсем чăвашсем пурăнакан кашни ял-хуларан пулмаллине палăртрĕç.
Канашлура ПР ЧНКА председателĕ Виталий Викторов, регионти чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Николай Иванов, Çтерлĕ хулипе Пелепей раонĕнчи ЧНКА ертÿçисем Оксана Федоровапа Владимир Яковлев, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, ПР чăвашсен Канашĕн сумлă председателĕ Людмила Мурманская, Çтерлĕри «Пархатар» бизнес-клубăн ертÿçи Николай Федоров тата ыттисем тухса калаçрĕç, ĕçлĕ сĕнÿçем пачĕç.
Çавăн пекех ларăва пухăннă чăваш хастарĕсем ПР ЧНКА Уставне улшăнусем кĕртме сĕнчĕç. Çак ыйтăва вара конференци делегачĕсем татса памалла, мĕншĕн тесе пĕрлĕх Уставне улăштарма е çĕнĕлĕхсем кĕртме съезда (Аслă пуху) пухăннă делегатсем çеç пулатараççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Ĕпхÿ хули.