Урал сасси
+10 °С
Облачно
канашлу
1 Сентября , 12:00

Çулталăк пуçланнăранпа хытă коммуналлă каяшсен 652 контейнерне улăштарнă

Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров   ĕçтешĕсемпе çÿп-çап лапамĕсене тирпейлесси  тата контейнерсене улăштарасси пирки сÿтсе явнă.

Çулталăк пуçланнăранпа хытă коммуналлă каяшсен 652 контейнерне улăштарнăÇулталăк пуçланнăранпа хытă коммуналлă каяшсен 652 контейнерне улăштарнă
Çулталăк пуçланнăранпа хытă коммуналлă каяшсен 652 контейнерне улăштарнă

Министрсен кабинечĕн пуçлăхĕ пахчасенчен тухăç пуçтармалли хĕрÿ тапхăр пуçланни тата çÿп-çап пухмалли вырăнсем ÿсен-тăран каяшĕсемпе час тулни пирки каланă.

Хытă коммуналлă каяшсене тирпейлекен организацисен ĕçне пысăк тиев килнипе ĕçе тĕрĕс йĕркелени кирлĕ: каяшсене чăрмавсăр турттармалла, муниципалитетсен купаласа тултарнă çуп-çапа вăхăтлă пуçтармалла, - тенĕ вăл. – Çак ĕçри пĕр  звено çеç тухса ÿкес пулсан, тирпей кĕртме йывăртарах пулĕ.

Кăçалхи сакăр уйăх хушшинче республикăра планри 370 контейнера улăштарма 652 çĕннине туяннă. Тата планпа палăртнă 133 контейнер вырăнне 181 туяннă. Унсăр пуçне Пушкăртстанра çулталăк пуçланнăранпа планпа палăртнă 79 лапам вырăнне 82 йĕркеленĕ. Андрей Назаров муниципалитет пуçлăхĕсене ĕçе малалалла тăсса пур ыйтусене те ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме хушнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас