Урал сасси
+10 °С
Ясно
канашлу
11 Сентября , 07:00

Наци проекчĕсемпе федераллă программăсене пурнăçлассипе Пушкăртстан малта

Мускавра кĕрхи-хĕллехи тапхăра мĕнле хатĕрленнине тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕпе энергетика ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Наци проекчĕсемпе федераллă программăсене пурнăçлассипе Пушкăртстан малтаНаци проекчĕсемпе федераллă программăсене пурнăçлассипе Пушкăртстан малта
Наци проекчĕсемпе федераллă программăсене пурнăçлассипе Пушкăртстан малта

 

РФ правительствин регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн президиум ларăвĕнче правительствăн премьер-министрĕн çумĕ Марат Хуснуллин уйрăмах çÿрт-йĕр хăпартас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Вăл çак енĕпе кăтартусене чакарма юраманнине палăртнă. Уйрăмах пурăнмалли çурт-йĕр хакĕсем пирки чарăнса тăнă, вĕсем  çынсене тивĕçтермелле тенĕ.

 

Марат Хуснуллин наци проекчĕсене тата федераллă программăсене пурнăçа кĕртессипе Чечен Республики, Вологда, Пенза, Саратов, Свердловск тата Пушкăртстанпа Буряти республикисем малта пынине асăнса хăварнă. Çак регионсен кăтартăвĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне пулнине палăртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов