Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кану
5 Июнӗн 2022, 14:45

Республика Пуçлăхĕ çĕр ĕçченĕсене ака вĕçленнĕ ятпа саламланă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров телеграм-каналра çак кунсенче районсенче иртекен сабантуйсенчи сăн ÿкерчĕксен пуххине вырнаçтарнă.

Республика Пуçлăхĕ çĕр ĕçченĕсене ака вĕçленнĕ ятпа саламланă
Республика Пуçлăхĕ çĕр ĕçченĕсене ака вĕçленнĕ ятпа саламланă

«Пирĕн аграрисем çурхи ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлерĕç. Çурхи культурăсене 2 066 млн гектар çинче акса хăварчĕç (планпа - 2168 га), аякри тата нÿрлĕрех лаптăксем çеç юлнă. Ытларах кая юлса акмалли культурăсем, çав шутра хура тул. Сахăр кăшманне 43,4 пин гектар çинче вырнаçтарнă – иртнĕ çулхинчен 7 пин гектар нумайрах. Çăкăр та, сахăр та пулать. Ял çыннисене вĕсен ĕçĕшĕн тав тăватăп. Шăтса тухнă тыр пул çитĕннĕ чухне çĕр ĕçченĕсем уявра тивĕçлĕ канма пултараççĕ. Çак эрнере «суха уявĕ» республикăри 18 районта иртрĕ. Эпир тăрăшуллă ĕçлеме кăна мар, канма пĕлни те курăнать. Сăмах май, Пушкăртстанра миçемĕш çул ĕнтĕ сабантуйсем ĕçкĕ-çикĕсĕр иртеççĕ. Çак кун районта алкоголь напитокĕсем сутмаççĕ. Малтанласа халăх мана çакăн пек йышăну тунăшăн вăрçса та пăхрĕ, анчах та вăхăт иртнĕ май эпир тĕрĕс утăм туни куç умĕнче. Халăх канакан уявсенче йĕркене пăсасси сахалланчĕ е пачах та çук.

PS.Чăн та сабантуйсене хатĕрленнине çумăрсем пăртак пăсрĕç, çапах та ял çыннисен кăмăлĕсене мар. Вĕсем пĕлеççĕ: лайăх çумăр ырă та паха тухăç панине», - тесе çырнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ.

Юрий СЕНГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: