Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кану
28 Августӑн 2022, 15:45

Çу кунĕсене ăсатса - кану каçĕ

Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи культура çуртĕнче тĕрлĕ ÿсĕмрисем валли кану каçĕ иртрĕ - ял çыннисем валли ташă конкурсĕсем йĕркелерĕç. Унта çамрăксемпе пĕрле аслă ăрурисем те хутшăнчĕç, чи пуçаруллисемпе хастаррисем парнеллĕ пулчĕç.

Çу кунĕсене ăсатса  - кану каçĕ
Çу кунĕсене ăсатса - кану каçĕ

Кану каçне Мускавран килнĕ Андрей Стружкин диджей ертсе пычĕ, программăна хаваслă та кăмăла çĕклекен кĕвĕсемпе пуянлатрĕ. Чăваш Нукасакĕнчи Вера Стружкина çемйи мероприятин спонсорĕ пулчĕ. Диджей ертсе пынипе иртекен дискотека ял халăхĕшĕн чылай асра юлĕ, вăл пурне те килĕшрĕ. Пухăннисем 80-мĕш çулсенчи юрă-кĕвĕпе хавхаланса ташларĕç, савăнса-кулса канчĕç.

 Çак мероприятие 2022 çулăн çу кунĕсене ăсатнипе те çыхăнтарма пулать. Пире кăмăллă та çĕкленÿллĕ юрă-кĕвĕпе ташлама май туса панăшăн диджея пысăк тав сăмахĕ каламалла. Кану каçне йĕркелекенсене те тав тăватпăр.

Юрий ЛЕОНТЬЕВ.

Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.

Çу кунĕсене ăсатса  - кану каçĕ
Çу кунĕсене ăсатса  - кану каçĕ
Çу кунĕсене ăсатса  - кану каçĕ
Çу кунĕсене ăсатса  - кану каçĕ
Çу кунĕсене ăсатса - кану каçĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: