Пур хыпар та
Кану
22 Ноябрӗн 2022, 11:55

Пушкăртстанра туризма аталантарма 5 çĕр лаптăкĕ палăртнă

Республикăра «Туризм валли çĕр» федераллă проектпа килĕшÿллĕн туризмшăн интереслĕ объектсене тата çĕр ресурсĕсене тупса палăртас тĕллевпе ĕç ушкăнĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта туризм ĕç-хĕлне малашне явăçтармалли 5 çĕр лаптăкне палăртнă.

Пушкăртстанра туризма аталантарма 5 çĕр лаптăкĕ палăртнă
Пушкăртстанра туризма аталантарма 5 çĕр лаптăкĕ палăртнă

Вĕсенчен виçĕ çĕр лаптăкĕ - Мелеуз районĕн территоринче, Нугуш водохранилищи, иккĕшĕ Гафури районĕнчи Красноусольскри «Усолка» тата «Дальний тюлькас» минераллă çăлкуçсемпе геологи разрезĕсен çывăхĕнче вырнаçнă.

- «Туризм валли çĕр» проектăн тĕп тĕллевĕ туристсене кăсăклантаракан вырăнсене тупса палăртасси тата вĕсен çывăхĕнче туризм инфраструктури валли çĕр лаптăкесем уйăрасси пулса тăрать. Пушкăртстан Республики çак проекта пурнăçа кĕртессипе пилотлă регионсен шутĕнче, - пĕлтернĕ Росреестрăн Пушкăртстанри управленийĕн ертÿçи Петр Клец.

ПР çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Полянская туризм интересĕсем çуратнă çĕр лаптăкĕсем çинчен калакан информаци çывăх вăхăтра Росреестрăн (pkk.rosreestr.ru) Уçă кадастр картин «Туризм валли çĕр» пайра пичетленсе тухĕ тесе çирĕплетнĕ. Туризмпа кăсăкланакан кирек кам та, çав шутра инвестор та, хăйĕн проектне туризм сферинче пурнăçа кĕртес тесен заявка пама пултарать. Çĕнĕ сервис «Строительство ĕçĕсем валли çĕр» сервис пекех (çурт-йĕр хăпартма юрăхлă çĕр лаптăкĕсене шыраса тупасси)   ĕçлет.

Пушкăртстанра «Туризм валли çĕр» проекта пурнăçлани çак отрасле çĕнĕ инвесторсене явăçтарма хăтлă условисем туса пама пулăшать. Çавăн пекех çĕнĕ территорисене алла илме тата тирпей-илем кĕртме май парĕ, çапла майпа регионта пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерме пулĕ.

Юрий СНЕГОПАД.  

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: