- Кăçал эпир çакăн пек уяв каçне вун пиллĕкмĕш хут ирттеретпĕр. Кăшăлвирус пандемийĕ вăхăтĕнче те чарăнса тăмарăмăр, палăртнă мероприятие урамра йĕркелерĕмĕр. Уяв куракансене килĕшет, хай патне туртать, çавăнпа та ырă пуçарăва пăрахăçа кăларас килмест, - пĕлтерчĕ пире «Тавах» халăх ансамблĕн улшăнми ертÿçи Ольга Иванова.
Сăмах май, 2022 çулта «Тавах» ушкăн йĕркеленнĕренпе те 15 çул çитнĕ. Апла пулсан тавахсене юбилей ячĕпе саламлатпăр. Çавра çуллă кану каçĕнче куракансем те йышлă пуласса шанатпăр, мĕншĕн тесен артистсемшĕн кураканран, вăл тăвăллăн алă çупнинчен ырри тата пахи нимĕн те çук.
Çĕнĕ çул каçĕ декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче хулари Культура керменĕнче иртет, 19 00 сехетре пуçланать. Унăн программинче чăваш халăх тата эстрада юррисем, чăваш ташши, шÿтлĕ пулăмсем, парнесемпе тĕлĕнтермĕшсем, Хĕл Мучипе (унăн рольне Геннадий Челпир çыравççă вылĕ) Юрпике (Анастасия Федорова студентка) пулĕç. Унсăр пуçне юмахсенчи сăнарсем илем кÿрĕç. Уяв каçне пултаруллă та уçă кăмаллă, халăха хавхалантарма пултаракан Ольгăпа Денис Ивановсем ертсе пырĕç.
Пурне те хапăл туса Çĕнĕ çул каçне йыхравлатпăр. Билет хакĕ – 300 тенкĕ.