-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Специалистсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Пушкăртстанра пĕр пин çын пуçне 60 канакан турист лекет. Ун хыççăн Пермь крайĕ (50), Удмурт Республики (46), Киров облаçĕ (44), Чăваш Ен (43).
Пĕтĕмĕшле Раççейĕпе яланхи пекех канма илĕртекен регионсен шутне Краснодар крайĕнчи (пĕр пин çын пуçне 323 канакан турист), Ставрополь тăрăхĕнчи (226) тата Крымри (213) курортсемпе кану çурчĕсем кĕреççĕ. Пушкăртстан вара кунта саккăрмĕш вырăнта тăрать.
Юрий СНЕГОПАД.