Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кану
12 Апрелӗн 2023, 08:53

Ольга Иванова юбилей каçне йыхравлать

Апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчи чăваш культура обществин председателĕ, «Тавах» чăваш халăх ансамблĕн ертÿçи, тĕрлĕ конкурс-фестивальсен дипломанчĕ Ольга Иванова юрăç хăйĕн юбилейлă кану каçне йыхравлать.

Ольга Иванова юбилей каçне йыхравлать
Ольга Иванова юбилей каçне йыхравлать

 «Юбилея туссемпе пĕрле» ятпа йĕркеленекен концерт хулари Культура керменĕнче (Çтерлĕ хули, Октябрь проспекчĕ, 35-мĕш çурт) иртет. Унăн программине Шупашкартан килнĕ Сергей Лекеревпа Михаил Федоров эстрада юрăçисем, «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕ, Ирина Саригель (Ĕпхÿ хули), Мамдуда Ильбакова (Сибай хули), Ольга Яковлева (Пишпÿлек сали), «Шуратăл çăлкуçĕсем» ушкăн (Салават хули), «Солнышко» халăх театр студийĕ тата ытти уйрăм юрăçсемпе коллективсем хутшăнаççĕ, уява илемлетеççĕ.

Паллах, куракансене «Тавах» ушкăнпа Ольга Иванова хăй лăпкă та çепĕç, чуна пырса тивекен юррисемпе савăнăç парнелĕç, чăваш ташши çаврăмне тăмалли йĕркесем шăрантарĕç.

«Юбилея туссемпе пĕрле» кану каçĕ 19 00 сехетре пуçланать. Билет хакĕ – 400-500 тенкĕ. Вĕсене Пушкин карттипе те туянма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон – 8 919-157-64-89.

Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: