-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Çак майпа, пилĕк кун ĕçлемелли эрнере апрель уйăхĕн 21, 22, 23-мĕшĕсем канмалли кунсем шутланаççĕ, апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче ĕç кунĕ пĕр сехете кĕскелет.
РФ Ĕç кодексĕн 120 статйипе килĕшÿллĕн апрель уйăхĕн 21-мĕшĕ çулсерен уйăракан тÿлевлĕ отпуск шутне кĕмест. Урăхла каласан отпуск вăхăчĕ пĕр куна вăрăмланать.
Мăсăльмансен Рамадан типпин таса уйăхĕ март уйăхĕн 22-мĕшĕнче хĕвел ансан пуçланнă, вăл апрель уйăхĕн 21-мĕш каçĕнче вĕçленет.
Тата çакна каласа хăвармалла, республикăра пурăнакансене июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче юн кун тата тепĕр хушма канмалли кун кĕтет. Ун чухне мăсăльмансем Курбан-байрам уявне палăртĕç.