-9 °С
Пӗлӗтлӗ
2023 çулта Çуркуннепе Ĕç уявĕ тунти кунпа пĕр килет. Çавăнпа та апрель уйăхĕн 29, 30-мĕшĕсем тата май уйăхĕн 1-мĕшĕ канмалли кунсем шутланаççĕ.
Çавăн пекех Раççей çыннисене Çĕнтерÿ кунне халалланă 4 кун тăршшĕ тăсăлакан каникулсем – май уйăхĕн 6-9-мĕшĕсем – кĕтеççĕ. Май уйăхĕн 8-мĕшне – канмалли куна 2023 çулхи январь уйăхĕн 8-мĕшĕнчен (вырсарни кун) куçарнă. Çавна пула май уйăхĕн 9-мĕшĕнче ытлари кун çеç мар, май уйăхĕн 8-мĕшĕнче тунти кун та канăпăр.
Пурĕ май уйăхĕнче 11 ĕçлемелле мар кун пулĕ. Вĕсенчен саккăрăшĕ шăмат кунпа тата вырсарни кунпа пĕр килеççĕ, виççĕшĕ – уяв кунĕсемпе.