Пурĕ терлĕ формăпа ĕçлекен 1600 лагерь уçма палăртнă. Вĕсен шутне палатка, ĕçпе кану, профиллĕ тата хула тулашĕнчи лагерьсем, кăнтăрла çеç пулмалли центрсем кĕреççĕ. Мĕнпур кану организацисен реестрне регионти вĕрентÿпе наука министерствин сайчĕ урлă пĕлме пулать.
Ĕпхÿ хулин территоринче 272 профильлĕ учреждени хута яма палăртнă. Хула тулашĕнчи лагерьсенче ача пĕр смена каннăшăн тÿлекен путевка хакĕ 25-35 пин тенкĕпе танлашать. Республикăра пурăнакансене çак тÿлевĕн пĕр пайне тавăрса параççĕ. Компенсаци виçи инфляци шайĕнчен килет. Иртнĕ çул пĕр путевка валли 13847,4 тенкĕ уйăрнă, ăна республика хыснинчен саплаштарнă.
Юрий СНЕГОПАД.