-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕ – Курбан-байрам юн кунпа пĕр килет, вăл та республика правительствин йышăнăвĕпе ĕçлемелле мар уяв кунĕ пулать. Çапла майпа, июнь уйăхĕн 27-мĕшĕ ытлари кун ĕç вăхăчĕ пĕр сехете кĕскелет.
«Апла пулсан, Пушкăртстанра 2023 çулхи июнь уйăхĕн 10,11,12 тата 28-мĕшĕсем канмалли кунсем шутланаççĕ, - тесе çирĕплетнĕ регионти ĕç министерствинче. – Июнь уйăхĕн 12 тата 28-мĕшĕсем кашни çул уйăракан тÿлевлĕ отпуск шутне кĕмеççĕ. Урăхла каласан, çак кунсем отпускпа пĕр килсен кану икĕ куна вăрăмланать».