Паянхи кун Çтерлĕпуç районĕнчи «Орленок» ачасен сывлăхне çирĕплетмелли центрăн регионти сменисене кайма кăмăл тăвакансен регистраци иртме май пур. Çакна тăвас тесен заявка тăратмалла, анкетăна çырса тултармалла, https://рдш.рф/competition/3739 конкурс суйлавĕ витĕр иртмелле.
Сменăсене 11-17 çулхи ачасене йышăнаççĕ. Программăра – асăннă юхăмпа паллаштарасси, социаллă проектсем хатĕрлеме вăрентесси, пултарулăхпа кану мероприятийĕсем. Регистраци иртме васкăр, умра тата икĕ смена: июль уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 6-мĕшĕччен тата август уйăхĕн 23-29-мĕшĕсенче ĕçлекеннисем. Конкурс суйлавĕ пирки тĕплĕнрех çак положенинче https://disk.yandex.ru/i/D1Rczkwn1CHZPQ паллашма пулать.