Çак кун вĕсемшĕн хăйне евĕрлĕ пулнипе уйрăлса тăнă. Мĕншĕн тесен тăван тăрăх, çут çанталăк илемĕпе киленме кашниех вăхăт тупаймасть. Çанталăк ăшă пулнипе, кайăксем хăйсен хаваслă юррисене шăрантарнипе, ура айĕнче ÿкнĕ çулçăсем утнăçемĕн чăштăртатса сас панипе савăнтарнă.
Канакансем савăнсах кăмпа пуçтарнă, тĕрлĕ япаласем ăсталама йĕкелсем пухнă. Хăш сиплĕ курăка хăçан пухмаллине сÿтсе явнă. Хĕрарăмсем вăрман тăрăх çÿренĕ вăхăтра пĕрин мăшăрĕ кăвайт çинче чей вĕртнĕ. Уçă сывлăшра курăк чейне сĕтпе ĕçнинчен тутли мĕн пултăр? Унтан çеçпĕлсем тĕрлĕрен вăйăсем вылянă, юрăсемпе такмаксем юрланă, асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем тунă. С.Соколовапа В.Макарова тата Л.Ахметзянова нумай юрă пĕлнипе палăрнă. Унсăр пуçне коллектив сентябрь-октябрь уйăхĕсенче çуралнисене саламланă, кашнине юрă парнеленĕ.
Ансамбль пайташĕсене çав кунхине хавхалану туйăмĕ ярса илнĕ, вĕсем килĕсене хаваслă кăмăл-туйăмпа таврăнса кайнă. Çапла майпа пĕр вăхăтлăха ыратупа хурлану, пĕчченлĕх хыçа юлнă…Артистсем çул тăршшĕпе юрăсем шăрантарнă, пĕр-пĕрин кăмăлне çĕкленĕ…