Çĕнĕ çул хулинче хăнасем валли тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ: снегоходпа, вĕрсе хăпартнă банансемпе ярăнасси, çуна кÿлнĕ лашасем çине ларса уçăлса çÿресси, пушкăрт уххинчен пересси тата мастер-классем.
Çавăн пекех Кыш Бабай ялĕнче вĕри ĕçмесемпе тата апат-çимĕçпе тивĕçтерекен суту-илÿ вырăнĕ ĕçлĕ.
«Торотау» геопарк администрацийĕ пĕлтернĕ тарăх, ял территорине кирек кама та кĕртеççĕ – ирĕклĕ. Çав вăхăтрах хăвăра кăтартас тĕллевпе пĕр-пĕр театрализациленĕ пулăма кăтартас тесен тÿлемелле пулать. Унсăр пуçне ял территоринче йĕркеленĕ тĕрлĕ йăпанмăшшăн (развлечение) хушса тÿлеме тивет.
Сăмах май, Ĕпхÿ хулинче Ленин лапамĕнче декабрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Хĕл Мучи резиденцине савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă.
Юрий СНЕГОПАД.