-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Андрей Назаров Пушкăртстанра пурăнакансемпе хăнасем çут çанталăк паркĕсене, санаторисене тата пансионатсене кăмăлтан çитсе курма хатĕр пулнине палăртнă. Паллах, канакансене сăрт-ту çинчен йĕлтĕрпе ярăнмалли 14 курорт хăй патне хăватлă вăйпа туртать. Йĕлтĕрçĕсемпе сноубордистсене 60 яхăн тĕрлĕ кăткăс тата вăрăм е кĕске трассăсем, ăмăртусемпе асра юлмалли мероприятисем кĕтеççĕ.
«Пурне те хĕллехи хускануллă канăва хутшăнма йыхравлатăп – кăмăллă та хавас аса илÿ тата çĕкленÿллĕ вăй-хăват шантаратăп», - тенĕ премьер-министр.
Юрий СНЕГОПАД.