Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кану
9 Мартӑн , 10:55

Ĕпхÿре Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа чупăм иртнĕ

Ĕнер, март уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Ĕпхÿри «Кашкадан» паркра Хĕрарăмсен кунне тата Ĕпху хули 450 çул тултарнине халалласа çуран чупассипе самай пысăк мероприяти иртнĕ. Çакăн çинчен тĕп хула мэрийĕн пресс-служби пĕлтернĕ.

Ĕпхÿре Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа чупăм иртнĕ
Ĕпхÿре Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа чупăм иртнĕ

Чупăма 100 ытла хĕрпе хĕрарăм хутшăннă, çав шутра Ĕпхÿре пурăнакансем çеç мар, Благовещенск, Учалă, Çтерлĕ, Сим (Челябинск облаçĕ) хулисенчи хăнасем те пулнă. Вĕсен шутĕнче спортсменсемпе пĕрле 3,6 çухрăм дистанцине (Кашкадан кÿлли тавра хывнă чупăм çул вăрăмăшĕ шăпах çавăн чухлĕ) пуçласа тухакансем те вăй виçме кăмăл тунă.

Ăмăртăва йĕркелекенсем хайсен умне хĕрсене савăнтарас тĕллев çеç лартман, çынсене спорт вăййисене хастартарах хутшăнтарма та тăрăшнă. Мероприяти вĕçĕнче хĕрарăмсен чупăмне хутшăнакансем Ĕпхÿ 450 çул тултарнă тĕле видеооткрытка ÿкерттернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: