-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче ĕç кунĕ пĕр сехете кĕскелет.
Вăраха тăсăлакан канмалли кунсем Раççей çыннисене май уйăхĕнче кĕтеççĕ. РФ правительстви çирĕплетнĕ производство календарĕ тăрăх, граждансем апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнчен май уйăхĕн 1-мĕшĕччен, май уйăхĕн 9-мĕшĕнчен 12-мĕшĕччен канма пултарĕç. Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнчи канмалли куна çак уйăхри 29-мĕшне куçарĕç. Çапла майпа май уйăхĕнчи уявсем умĕн 6 кунлă ĕç эрни пулĕ.
Малалла республика çыннисене Раççей кунĕ (июнь уйăхĕн 12-мĕшĕ), Курбан-байрам (куçарнине пула июнь уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче), Халăх пĕрлешĕвĕн кунĕ (ноябрь уйăхĕн 3-4-мĕшĕсем) канмалли уяв кунĕсем кĕтеççĕ.