Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кану
11 Апрелӗн , 17:55

Хисеплĕ куракансем, Шупашкар артисчĕсем килсен - канма васкăр

Çурхи кунсен ăшшипе, чĕре туртнипе Пушкăртстана çывăх вăхăтра чăваш эстрада юрăçисен черетлĕ ушкăнĕ килсе çитмелле. Хальхинче куракансене пуян та кăмăла çĕклекен программăллă концертсене Алексей Шадриков ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Ульяна тата Кирилл Рыбаков юрăçсем йыхравлаççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх вулакансене гастроль маршручĕпе паллаштаратпăр.

Хисеплĕ куракансем, Шупашкар артисчĕсем килсен - канма васкăр
Хисеплĕ куракансем, Шупашкар артисчĕсем килсен - канма васкăр

Апрель уйăхĕн 17-мĕшĕ – Ишимбай районĕ, Йĕкенпуçĕнчи клуб;

18-мĕшĕ – Пишпÿлекри Культура çурчĕ;

19-мĕшĕ – Пелепей хули, «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕ;

20 мĕшĕ – Мияки районĕ, Миякинчи Культура çурчĕ

21-мĕшĕ – Чекмагуш районĕ, Юмашри нумай функциллĕ клуб.

Концертсем пур çĕрте те 19 00 сехетре пуçланаççĕ, Юмашра – 20 00 сехетре.

Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр, кану каçне савăнăçлă та тус-юлташсемпе, тăвансемпе пĕрле иртттерме сунатпăр.

Ыйтса пĕлмелли телефон – 8 960- 305- 40-40.

Йĕркелÿçĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: