-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Алексей Касьянов палăртнă тăрăх, 2024 çулхи çу кунĕсенче ача-пăча лагерĕсенче Пушкăртстанри 500 пине яхăн шкул ачи канĕ. Вĕсен сывлăхне çирĕплетмелли кампани валли 3 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Паянхи кун тĕлне 1770 хула тулашĕнчи, шкул çумĕнчи кану тата ĕç базисене уçма хатĕрленеççĕ. Çавăн пекех федераллă программа витĕмĕпе модульлĕ лагерьсем те уçăлĕç. Хальхи вăхăтра надзор органĕсем инкеклĕ лару-тăрусем сиксе ан тухччăр тесе тĕрлĕ йышши тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Унсăр пуçне федераллă инспектор ачасемпе ĕçлекен çынсене (вĕсем 30 пине яхăн) ĕçе илессине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтнă.