Пур хыпар та
Кану
31 Кӑрлач , 12:35

Икĕ çул хушшинче ача-пăча лагерĕсенче 11 çĕнĕ корпус хăпартнă

2024 çулта Пушкăртстанри тăватă ача-пăча лагерĕнче пилĕк çĕнĕ корпус уçнă. Çакăн пирки январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕнĕ модульлĕ корпуссене чаплă лару-тăрура уçнă вăхăтра пĕлтернĕ. Церемоние РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн председателĕ Валентина Матвиенко онлайн мелĕпе хутшăннă.

Икĕ çул хушшинче ача-пăча лагерĕсенче 11 çĕнĕ корпус хăпартнă
Икĕ çул хушшинче ача-пăча лагерĕсенче 11 çĕнĕ корпус хăпартнă

Федераци Канашĕн спикерĕ ача-пăча канăвĕпе сывлăха çирĕплетмелли инфраструктурăна çĕнетмелли программа шайĕнче икĕ çул хушшинче çĕршыври 58 субъектра 177 модуль туса лартнине палăртнă.

ПР правительствин вице-премьерĕ Ирек Сагитов Федераци Канашĕн спикерне Пушкăртстанри ачасен канăвĕпе сывлăхĕсене çирĕплетессипе çыхăннă ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Вăл хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсен территорийĕсенче хăвăрт хăпартакан корпуссем лартас енĕпе республика икĕ çул хушши федераци проектне хутшăннине палăртнă. 2024 çулта çеç регионта асăннă проект витĕмĕпе хула тулашĕнчи стационарлă тăватă лагерьте 49 вырăнлă 5 корпус хăпартнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, вĕсене туса лартма 147 млн тенкĕ тăкакланă. Вĕсенчен 123,3 млн тенки федераци субсидийĕ шутланать.

ПР вĕренÿ тата наука министрĕ Ильдар Мавлетбердин каланă тăрăх, икĕ çул хушшинче Пушкăртстанри ача-пăча лагерĕсенче 539 ача вырнаçмалăх 11 çĕнĕ корпус хăпартнă. Çак тапхăр хушшинче хушма 3 332 ача каннă. Иртнĕ çулхи сывлăха çирĕплетмелли кампани вăхăтĕнче çĕнĕ пурăнмалли корпуссем хушма 735 ача йышăннă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: