Урал сасси
-3 °С
Облачно
Кану
20 Февраля 2025, 11:54

Çуркунне пилĕк хушма канмалли кун кĕтет

Пушкăртстанра пурăнакансене çитес çуркунне пилĕк хушма канмалли кун кĕтет. Уяв кунĕсене куçарнипе  март тата май уйăхĕсенче канмалли кунсем хушăннă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Çуркунне пилĕк хушма канмалли кун кĕтетÇуркунне пилĕк хушма канмалли кун кĕтет
Çуркунне пилĕк хушма канмалли кун кĕтет

Çапла майпа февраль уйăхĕн 23-мĕшĕ вырсарни кунпа пĕр килнипе ăна Çĕнтерÿпе çыхăннă канмалли кунсене куçарнă. Эрнере пилĕк кун ĕçлекенсем май уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче,  8-11-мĕшĕсенче канĕç.

Çавăн пекех Пушкăртстан çыннисен март уйăхĕн вĕçĕнче Ураза-байрам мăсăльмансен уявĕ ячĕпе канма май пур. Кăçал вăл март уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вырсарни кунпа пĕр килет. Çавна пула ăна тунти куна, март уйăхĕн 31-мĕшне, куçараççĕ.

Автор:Инга Алексеева