Урал сасси
+16 °С
Облачно
Кану
4 Марта 2025, 05:20

Ача-пăча лагерĕсенчи спортзалсене тата кружоксен пÿлĕмĕсене юсĕç

Раççейри сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча лагерĕсенчи спортзалсемпе кружок, секци иртекен пÿлĕмсене бюджет шутĕнчен юсĕç.

Ача-пăча лагерĕсенчи спортзалсене тата кружоксен пÿлĕмĕсене юсĕçАча-пăча лагерĕсенчи спортзалсене тата кружоксен пÿлĕмĕсене юсĕç
Ача-пăча лагерĕсенчи спортзалсене тата кружоксен пÿлĕмĕсене юсĕç

Ăна профильлĕ федераллă проект витĕмĕпе пурнăçлĕç. Çакăн çинчен РФ правительствин председателĕ Михаил Мишустин пĕлтернĕ.

Правительство çуллахи ача-пăча лагерĕсенчи тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттермелли программăна анлăлатнă. Халĕ  федераллă бюджетри субсиди шутĕнчен кружоксемпе секцисем иртекен пÿлĕмсенче  тата спорт залсенче те тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме юрать. Маларах федераллă укçа-тенкĕпе столовăйсемпе медицина пункчĕсене юсанă çĕрте çеç усă курма ирĕк пулнă. Асăннă йышăну ачасемпе çамрăксене комфортлă условисенче вĕренме тата каникулсене кăсăк та усăллă ирттерме кирлĕ инфраструктура йĕркелеме пулăшĕ.

«Президент хушнипе регионсенче кирлĕ инфраструктура йĕркелетпĕр. Ачасен лагерсенче ирттернĕ вăхăчĕ интереслĕ те усăллă иртмелле,  кану çинчен ырă аса илÿсем юлмалла, - палăртнă Михаил Мишустин.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас