Министр сăмахĕсем тăрăх, февраль уйăхĕнче ачасен канăвĕпе сиплевне йĕркелес енĕпе ведомствăсен хушшинчи комиссин ларăвне ирттернĕ. Шăпах çавăн чухнех сывлăха çирĕплетмелли çуллахи кампание хатĕрленессипе тата йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă тĕллевсене палăртнă. Çак тĕллевсем валли республика бюджетĕнчен 3,3 миллиард ытла тенкĕ уйăрма палăртнă.
Пĕтĕмĕшле илес пулсан, хула тулашĕнчи стационарлă лагерьсенче ача пĕр талăк пулни 1 238 тенкĕпе танлашĕ.
Ильдар Мавлетбердин пĕлтернĕ тăрăх, çитес çу кунĕсенче 1 899 ача-пăча лагерĕ хăйĕн алăкĕсене уçĕ (2024 çулта — 1878). Çапла майпа 500 пин ытла ача тĕрлĕ енлĕ канупа усă курма пултарĕ, çав шутра 197 726-шĕ – тĕп кану формипе.
Çавăн пекех çуллахи лагерьсенче ĕçлеме 30 пине яхăн ĕçчене явăçтарĕç. Паянхи кун тĕлне республикăри методика центрĕ тата аслă шкулсем вожатăйсене хатĕрлес енĕпе вĕрентÿ йĕркеленĕ.