

Вунă çула яхăн ĕнтĕ çуллахи каникулсем вăхăтĕнче Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи клубра ачасем валли «Çуллахи тĕссем» ятлă вăйă лапамĕ йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Вунă кун тăршшĕ клуб ĕçченĕсем ачасемпе тĕрлĕ конкурссем, спорт эстафетисем, вăйăсем, Хĕрлĕ ту çине эскурсисем ирттереççĕ. Çавăн пекех ачасем пултарулăх мастерскойĕнче хăйсен аллисемпе хутран, пластилинран, çут çанталăк материалĕсенчен тĕрлĕ теттесем ăсталаççĕ, ÿкереççĕ, касаççĕ, çыпăçтараççĕ. Çав занятисенче клубра шăв-шав хуçаланать: ачасем пĕр-пĕринпе канашлаççĕ, мĕн тунипе савăнаççĕ, фантазие аталантараççĕ. Клубра вăй хуракансене ăслă та пултаруллă ачасемпе ĕçлеме кăмăллă, ачасем те пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ.
Вăйă лапамне çÿрекен ачасене тав тăватпăр, ыттисене те пирĕн мероприятисене хутшăнма йыхравлатпăр. Ачасем, çумăрлă кунсенче телефонра чакаланса ларнипе ан çырлахăр, пирĕн пата çитсе курăр! Эпир сире кунта курма ялан хавас.
Ирина ВАСИЛЬЕВА, клуб ĕçченĕ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.