+16 °С
Облачно


Пушкӑртстан правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров 2026 ҫулхи Ураза-байрам тата Курбан-байрам уявӗсем ирттермелли çинчен калакан хушăва алӑ пуснӑ. Документа право информацин официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗ ĕçлемелле мар кун - Ураза-байрам, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗ - Курбан-байрам уявĕсем пулĕç. Вĕсем ислам тĕнĕн тӗп уявӗсем шутланаççĕ. Курбан-байрама хадж вӗҫӗнче, Ураза-байрам хыҫҫӑн 70 кунран, паллӑ тӑваҫҫӗ, вӑл Рамадан уйӑхӗнчи типӗ вĕçленнине пӗлтерет.