

Юлашки çулсенче ача-пăча лагерĕсенче канакансен шучĕ ÿснĕ. Ахальтен мар Пушкăртстан сывлăха çирĕплетмелли çуллахи лагерьсен сетьне анлăлатнă. 2021 çултан пуçласа регионта 437 лагерь хăйĕн алăкне уçнă. Паянхи кун республикăра вĕсен шучĕ 1 899 танлашнă. Хула тулашĕнчи çулталăкĕпе канмалли лагерьсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ – 29-тан 51 çитнĕ.
Пĕлтерĕшлĕ самант. Сывлăха çирĕплетмелли çуллахи кампание хатĕрленнĕ чухне халь ĕçлекен лагерьсенче паянхи саманана тивĕçтерекен условисем йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме 200 млн тенкĕ уйăрнă. Икĕ çул хушшинче республикăра 11 модульлĕ корпус хăпартнă, çитес çулта иккĕшне тĕпрен юсĕç тата пурăнмалли 3 çĕнĕ модуль пуçтарса лартĕç. Кăçалхи çу кунĕсенче Баймак районĕнчи «Орленок» лагерьте икĕ çĕнĕ корпус уçăлнă.