

Кăçал ПР Вĕрентÿ министерстви уйăрса панă тÿлевсĕр путевкăна Кармаскалă тăрăхĕнчи Йăмран ялĕнчи Арина Герасимовапа Светлана Герасимова, Ĕпхÿри Арина Сафинапа Артем Сафин тивĕçнĕ.
Ачасем воспитательсемпе пĕрле А.Г. Николаев ячĕллĕ космонавтика музейне экскурсисене çÿреççĕ, Çĕрпÿпе Шупашкар хулисенче пулса кураççĕ, теплоходпа ярăнаççĕ, тĕрлĕ мероприятисемпе конкурссене хутшăнаççĕ, чăваш халăхĕн историйĕпе, культурипе, кĕвĕ инструменчĕсемпе паллашаççĕ, тăван чĕлхене вĕренеççĕ.
Паян, август уйăхĕн 14-мĕшĕнче, канакансем валли Чăваш патшалăх пукане театрĕнче Л.Агаковăн «Ылтăн вăчăра» повеçĕ тăрăх спектакль кăтартнă. Асламăш рольне Чăваш Республикин халăх артисчĕ, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Елена Хорькова (Шурту) вылянă. Ачасем спектакль хыççăн хамăрăн паллă ентешпе асăнмалăх сăн ÿкнĕ.