Урал сасси
+20 °С
Облачно
Кану
5 Сентября 2025, 11:00

Ярмулай ачисем вăхăта хаваслă та усăллă ирттереççĕ

Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕнчи культура çуртĕнче Уçă алăксен кунне йĕркеленĕ. Унăн шайĕнче культура ĕçченĕсем «Золушка валли виçĕ мăйăр» вăйă программи ирттернĕ. Унта ачасем хаваспах хутшăннă.

Ярмулай ачисем вăхăта хаваслă та усăллă ирттереççĕЯрмулай ачисем вăхăта хаваслă та усăллă ирттереççĕ
Ярмулай ачисем вăхăта хаваслă та усăллă ирттереççĕ

Мероприяти ертÿçи пĕчĕк хăнасене Мăйăр Сăпасĕн историйĕпе паллаштарнă, уявăн йăли-йĕркисене уçса панă. Çакăн хыççăн вăл мăйăр тĕсĕсем, унăн уссипе сиенлĕхĕ çинче чарăнса тăнă.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕ хускануллă вăйăсенчен тăнă. Ачасем икĕ командăна пайланса «Мăйăр шыраса туп», «Евгеша валли мăйăрсем», «Пирсене туртасси» вăйăсене вылянă. Унтан вĕсем тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыранă.

Çапла арçын ачасемпе хĕр ачасем вăхăта хаваслă та усăллă ирттернĕ.

Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.  

Ярмулай ачисем вăхăта хаваслă та усăллă ирттереççĕ
Ярмулай ачисем вăхăта хаваслă та усăллă ирттереççĕ
Ярмулай ачисем вăхăта хаваслă та усăллă ирттереççĕ
Ярмулай ачисем вăхăта хаваслă та усăллă ирттереççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас