

Пушкăртстан çут ĕç министрĕ шкул вĕренекенĕсен çывхаракан кĕрхи каникулĕ пирки астутарнă.
Вĕренÿ календарĕпе килĕшÿллĕн, 1-11 класра вĕренекенсемшĕн 2025 çулхи кĕрхи каникул октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 2-мĕшĕччен пулмалла. 2025 çулăн уйрăмлăхĕ - каникул хыççăнах Халăх пĕрлешĕвĕн уявĕ (ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕ) канмалли кун пулнинче. Çапла майпа вĕренекенсен тăхăр кун умлă-хыçлă канма май пулĕ. Çителĕклĕ каннă хыççăн ачасем парта хушшине юн кун, ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче, ларĕç, - тесе çырнă Ильдар Мавлетберидин хăйĕн социаллă сечĕсенче.
Çут ĕç министрĕ çавăн пекех вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсене каникул вăхăтĕнче ачасен хăрушсăрлăхне тимлĕх уйăрма ыйтнă. Вĕренекенсене çак кунсене усăллă ирттерме: уçă сывлăшра уçăлса çÿреме, интереслĕ кĕнекесем вулама, вăхăта çемьепе ирттерме, культура мероприятийĕсене çÿреме суннă.