Урал сасси
-4 °С
Облачно
Кану
2 Ноября 2025, 04:00

Туссем, пĕрле савăнар!

Чăваш эстрада çăлтăрĕсен Сергей Лекеревăн, Олеся Яковлеван, Данил Зайцевăн Пушкăртстанри гастроль маршручĕ ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пелепей хулинче пуçланать.

Добавить в предпочтительные источники Google
Туссем, пĕрле савăнар!Туссем, пĕрле савăнар!
Туссем, пĕрле савăнар!

Концерт хулари Тĕп культура керменĕнче иртĕ. Çамрăк юрăçсен пултарулăхĕпе паллашма кăмăл тăвакансене 19.00 сехетре асăннă керменте кĕтетпĕр.

Билет хакĕ – 500 тенкĕ. Вĕсене кассăра туянма пулать.

Çавăн пекех чăваш артисчĕсем Пишпÿлекпе (Пишпÿлек сали) Чекмагуш (Юмаш), Авăркаспа (Треппел) Ишимбай (Йĕкенпуç) тата Давлекан (Чуйăнчă-Николаевка) районĕсенче, Çтерлĕ хулинче (Загородный поселок) хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-963-146-44-44, 8-961-044-37-77.

Йĕркелÿçĕсем.

Автор:Юрий Михайлов